Урамра хĕлĕн иккĕмĕш уйăхĕ кăна вĕçленсе пырать. Юр ыйтăвĕ вара кашни кунах çивĕчленет. «Çулсене тасатмаççĕ, утма май çук, пулăшăр», – тенĕ çăхавасем çынсем тăтăшах çыраççĕ. Хальхинче юр тыткăнне Вăрнар районĕнчи Чалăм Кăкшăм ял çыннисем лекнĕ. Вĕсене пулăшма пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков репортёр çула тухрĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Эпир Чалăм Кăкшăм ял çывăхĕнче тăратпăр. Ман хыçра, куратăр ĕнтĕ, масар. Çак масар патне пыракан çула вунă кун каялла тасатнă, анчах та юр хӳсе лартнипе вăл паллă та мар. Çак масар патне пыракан çула камăн тасатмалла-ши?» Ыйту, чăнах та, çивĕч. Вилнĕ çынна юлашки çула çывăх тăванĕсем яланах тивĕçлĕ ăсатма тăрăшаççĕ. Çак сăвапа пурнăçлама чалăмкăкшăмсене юр хирĕç тăнă. ИРИНА ЛУКИНА: «Вун тăваттăмĕш числара январь уйăхĕнче пирĕ çывăх тăван пытармалла пулчĕ çак ялта. Эпир ял администрацине çак çула тĕксе пама ыйтрăмăр, анчах та вĕсем пире тĕксе памарĕç. Пирĕн тивĕç мар терĕç вĕсем. Вара эпир хамăр укçа пухса хамăр вăйпала ялти тракториста тытса тĕктертĕмĕр çак çула». Масар патне пымалли çул