Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ
Писательсене пӗр союза пӗрлештерес юхӑм ҫӗршывра анлӑн 1934-мӗш ҫулта пуҫланнӑ, анчах Чӑваш Ен ҫыравҫисем самай маларах тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. 1923-мӗш ҫулта Чӑваш автономийӗн парти ӗҫченӗсем писательсемпе журналистсен “Канаш“ пӗрлӗхне чӑмӑртанӑ. Унтанпа 100 ҫул ҫитрӗ, ҫак ятпа ҫӗршыври чӑвашла ҫыракан калем ӑстисем наци библиотекине Союзӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пуҫтарӑнчӗҫ.