Троллейбус управленийĕнче экскурси

Чăваш Республикин транспорт, архитектура тата çул-йĕр хуçалăх министерстви çул çинчи йĕркесене аса илтерсех тăрать. Уйрăмах çамрăксем валли ятарлă проектсем пуçарать, акцисем ирттерет. Чăваш транспорт управленийĕнче «Эпĕ тата хула» экскурси йĕркелерĕç. Троллейбуссене çула кăлариччен мĕнлерех тĕрĕсленине Шупашкарти ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗн ачисене каласа кăтартрĕç.
Back to Top