Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль сцена ҫине тухрӗ
Нажиб Асанбаевӑн пьесипе Борис Манджиев лартнӑ “Аманнӑ шӑпа“ - пӗр салтак кун-ҫулӗ ҫинчен чӗрене тивмелле каласа кӑтартакан хайлав. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшманпа паттӑррӑн кӗрешнӗ тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ҫинчен ҫамрӑк ӑрӑва каласа пани паян уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.