«Артекран» кая мар

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енре «Губернатор лагерĕ» уçăлать. Унта республикăри 1300 ача, студент, педагог хутшăнĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Крымра ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май пĕлтерчĕ. «Артек» кану комплексĕнче Олег Алексеевич тĕнчери ача-пăча центрĕн ертӳçипе Константин Федеренкопа тĕл пулчĕ. «Артекра» халĕ «Йăла-йĕрке пĕтмест, мухтав сӳнмест» тапхăр пырать. Унта Раççейĕпе 3 000 ытла ача хутшăнать. Çак вăхăтра Чăваш Енри 33 пултаруллă яш-кĕрĕм те унтах. Республика ертӳçине Олег Николаева «Артек» ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Кану центрĕ çулталăкĕпех ĕçлет, çулла çеç 3 000-рен кая мар ача унта канать. Хĕлле вара пин çурă яш-кĕрĕм хăйĕн вăхăтне усăллă ирттерет. Пĕтĕмĕшле тата хушма вĕрентĕвĕн тĕнче шайĕнчи инновациллĕ лапамĕ – «Артек» çак ятпа ĕçлет. Олег Алексеевич центра Раççейĕн тĕрленĕ карттин пĕчĕк ĕçне парнелерĕ. Кăнтăр тăрăхĕнчи кану вырăнĕн опычĕ Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăра «Артек» стандарчĕпе «Губернатор лагерĕ» ĕçлеме пуçлать. Вăл Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи «Белые камни» физкультурăпа сывлăх центрĕнче пулĕ. Палăртнă ĕçсене вĕçленĕ. Килекенсем 3 тапхăрпа канĕç. 1300 ачана йышăнĕ вăл. «Футбол», «Волейбол», «Туризм» енсемпе йеркелеççĕ канăва. Çавăн пекех Чăваш Республики аталанăвĕн историйĕпе çыхăннă мероприятисем те пулĕç. Республика ертӳçи «Артекра» канакан чăваш ачисемпе те калаçрĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем «Малалла пăхатпăр, иртнине ас тăватпăр» ача-пăча форумне хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕç. Çавăн пекех «Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерӳ чӳречи» акцисем, «Фронт полигонĕ» çарпа патриот программи интереслĕ пулни çинче чарăнса тăчĕç. Пултаруллă çамрăксем «Губернатор лагерĕнче» те пулса курма ĕмĕтленни çинчен палăртрĕç. Сăмах май, çак лагерĕн опычĕпе çитес çул Чăваш Енри тата икĕ кану вырăнĕ ĕçлеме пуçламалла: «Росинка» тата «Лесная сказка».
Back to Top