Хĕллехи вăрăм каçсенче хĕрсем ĕлĕк-авалтанпах улах ларнă. Лармана ытларах пĕччен пурăнакан кар¬чăксем е хăшĕн те пулсан килте ашшĕ-амăшĕ çуккисем патне пухăннă. Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн пайташĕсем ырă йăла-йĕркене аса илсе çип арлама вĕренчĕç. Таврана каç сĕмĕ çапсан, хăйă çутсассăн, хĕрсем пухăнма пуçланă. Улах каçне хĕрсем ахаль ларса ирттермен, хăйсемпе пĕрле ал ĕçĕ илсе килнĕ. Кам кăнчала, йĕке, кам çип чĕрки, кам тĕрĕ тĕрлемелли илнĕ. Ĕç хатĕрĕсене вĕсем пытарса, ăçта кайнине çынсем ан курччăр тесе асăрханса илсе çитернĕ. Каччăсене улах ăçта ларнине пĕлтермен. Чӳрече каррисене тачăрах карнă. ЗИНАИДА ЧЕРНОВА: «Итлесе çӳреççĕ вĕсем, пăхса çӳреççĕ кам патĕнче. Вара пĕр парти кĕрсе тăраççĕ те эпир, пĕчĕкрехскерсем, кăмака çинче лараттăмăрччĕ пăхса. Вĕсем купăссемпе килеççĕ те хĕрсене ташлаттаратчĕç. Юратнă каччисем кăнчала патне пырса ларатчĕç хĕрĕ патне. Вĕсене йĕрĕлче туса параççĕ. Хĕрĕсем сăмса тутрисем тыттараççĕ çав хушăрах». Çип пĕтĕрмелли ĕçсене Сурхуриччен вĕçлемелле пулнă. Çур
1 view
89
28
9 months ago 00:04:02 1
21 УЛАХРА КУРСАН ЧЕЧЕК (Г.Харлампьев)
3 years ago 01:14:17 1
Хĕрсем УЛАХра лараççĕ...
3 years ago 00:02:32 1
Улахра
4 years ago 00:04:23 6
Айгуль Хайри и Филюс Кагиров “Галия белэн Захир дуэты“ (live)
7 years ago 00:03:35 1
Республикăра ача-пăча пултарулăхĕн «Звездный час» фестивалĕ иртрĕ