Тĕп юсава тăснă

Илемлĕ те хăтлă çуртра пурăнма та кăмăллă. Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнĕ «сăн» кĕртеççĕ. Республикăра Министрсен Кабинечĕ нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав программине халиччен 2043-мĕш çулччен палăртнă пулсан, халĕ 2055-мĕш çулччен тăснă. Куç илемлĕхе юратать. Чăваш Енре пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусенчен пĕри вăл – çуртсене тĕп юсав тăвасси. Кун пирки вĕсем интернет уçлăхĕнче те сахал мар çыраççĕ. Республикăра 2014-мĕш çултан пуçласа нумай хваттерлĕ çуртсене юсаççĕ. Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕ маларах 2043-мĕш çулччен палăртнă республикăри программăна тăсасси пирки çирĕплетнĕ. Халĕ вăл 2055-мĕш çулччен пырĕ. Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, çакă юсамалли çуртсен шутне тата 17 çурта кĕртнипе çыхăннă. Вĕсен йышĕнче хальтерех туса лартнă нумай хваттерлĕ çуртсем те. Унсăр пуçне программăран 8 çурта кăларнă, мĕншĕн тесен вĕсем Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе авариллĕ тата хăрушлăх кӳрекеннисен йышĕнче шутланаççĕ.
Back to Top