Çурт тăррине юсĕç

Сĕнтĕрвăрри хулинчи Николаев урамĕнчи 89-мĕш çуртра пурăнакансем раштав уйăхĕнченех нуша кураççĕ. Вăйлă çиле пула нумай хутлă çурт тăррине вĕçтерсе кайнă. «Паянхи кун çӳлти хутсенче вырнаçнă хваттерсен маччисем кăвакарса кайнă, çил те вылять, кил-çурт та кун пек чухне илемсĕр», – палăртаççĕ кунта пурăнакансем. Ыйтăва татса пама Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Лидерман пулăшнă. Вăл тăрăшнипе кирлĕ тĕрĕслевсем ирттерсе ятарлă докуменсем хатĕрленĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче кĕтмен-çĕртен Сĕнтĕрвăрринчи Николаев урамĕнчи 89-мĕш çурт тăррине çилпе вĕçтерсе кайнă. Уйăх ытла иртнĕ пулин те паянхи кун та кунта пурăнакансем лăпкăн çывă
Back to Top