Шупашкар епархийĕ - 75 çулта

Шупашкар епархийĕ кăçал 75 çул тултарчĕ, Турă Амăшне чиркĕве илсе кĕнĕ ятпа Шупашкарта собор никĕсленнĕренпе вара 370 çул çитрĕ. Çак пулăмсене Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе паллă турĕç. Роза Деменцова журналист Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕпе, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Савватийпе тĕл пулса çавра çулти ĕçсем пирки калаçрĕ. Юбилейпе çыхăннă мероприятисем «Шупашкарпа Чăваш епархийĕ: 75 çул Турра пăхăнса халăхшăн ĕçленĕ çул-йĕр» ятпа уçăлнă куравран пуçланнă. Çавăн пекех митрополит наука-практика конференцийĕ çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ. Унта тухса калаçакансен Чăваш çĕрĕнче православи мĕнле аталаннине тишкернĕ, чиркÿ ĕçне сумлă тÿпе хывнă паллă священниксене аса илнĕ. САВВАТИЙ МИТРОПОЛИТ: «Чăваш мăнастырĕсене, чиркĕвĕсене аса илсе питĕ нумай докладсем пулчĕç». Савватий митрополит конференци материалĕсене тĕпе хурса епархи историйĕн кĕнекине кăларма шутланине те каларĕ. Чăвашла куçарнă тĕн литературине республикăра çителĕклĕ кăлараççĕ, анчах та вĕсемпе усă куракансен йышĕ чакса пынишĕн пăшăрханать м
Back to Top