Ӳсĕрле руль умне лараççĕ?

Авăн уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Ӳсĕр водитель» рейд иртнĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсен экипажĕсем эрех-сăра сыпнă хыççăн руль умне ларакансене палăртас тĕллевпе каçсерен çула тухнă. Рейд вăхăтĕнче 56 ӳсĕр водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 18-шĕ медицина тĕрĕслĕвне тухма килĕшмен. Республикăри çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем канмалли кунсенче руль умне ӳсĕрлĕ ларнине пула 2 авари сиксе тухнине шута илнĕ. 2 çын сусăрланнă. Канаш районĕнчи 37 çулхи арçын хаяр шĕвек шала янă хыççăн мотоциклпа пынă чухне çĕрле çул çинчи бетонлă чăрмав çине кĕрсе кайнă. Шупашкарти Яковлев проспекчĕпе Ашмар
Back to Top