«Профессионалитет» вĕрентӳ тытăмне çĕнетме хистет

Республикăри аграри техникумĕсенче вĕрентӳпе производство центрĕсем уçаççĕ. Вĕсене Çĕрпӳ тата Вăрнар тăрăхĕнче хута ярасшăн. Ку калăпăшлă ĕçсем федераци шайĕнче «Профессионалитет» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç «Профессионалитет» проектпа усă курса агропромышленность тытăмĕ валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлес ыйтăва. Федераци шайĕнчен ку енĕпе вĕрентекен центр уçнăшăн 100 миллион тенкĕ субсиди уйăрса параççĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн малашлăхне сӳтсе явма ку тăрăхри предприятисем те хутшăнчĕç. Технологи пӳлĕмĕсем, биохими, микробиологи лабораторийĕсем уçма палăртнă. Агропромышленностьри çĕнĕ технологисене те çамрăксем алла илме пултарĕç. Чи пахи – каччăсемпе хĕрсен техникум хыççăн тӳрех кăмăла каякан предприятие ĕçе вырнаçма май пур. Студентсен вĕренӳ тапхăрĕ те сахалланать. Çакăн пек çăмăллăхсем Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕнче пулаççĕ. Унта сити-ферма, ял хуçалăх техники юсав пӳлĕмĕ, пилотсăр вĕçекен аппаратсене пăхмалли лаборатори уçма палăртăççĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăри сăнав комиссийĕнче проектсене тишкерме палăртнă, унтан вĕсене Раççейри çут ĕç министерстви ирттерекен конкурса ярса парĕç.
Back to Top