Вулавăшпа паллашрĕç

«Хура юпа», «Киремет аки», «Апайка» – пĕрремĕш чăваш фильмĕсене кам ӳкернĕ? «Нарспи» поэмăна кам çырнă? Çакă тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин наци библиотекинче Канаш хулинчи 6-мĕш шкул ачисем хуравларĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа вулавăшра квест-экскурси йĕркелерĕç. Чăваш наци библиотекин кашни пӳлĕмĕ хăйне евĕр станци пулса тăчĕ. Ачасен пилĕкшер ыйтăва хуравламалла. Хуравне пĕлмесен кĕнекесенче шырамалла. Елизавета Макарова 8-мĕш класра вĕренет. Наци вулавăшĕнче вăл нихăçан та пулман. «Тăватă хутлă капмар çуртра çухалса кайма та пулать», – палăртать пике. ЕЛИЗАВЕТА МАКАРОВА: «Пире питĕ килĕшрĕ ку библиотека. Эпĕ кунта пĕрремĕш хут. Кунта питĕ лайăх. Мана питĕ интереслĕ. Мана анне Айги пирки каласа
Back to Top