Чăваш прокуратури 2015 çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ

Прокуратура ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе организацисем, учрежденисем, общество тата политика организацийĕсем, должноçри çынсем саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесси, çынсен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесе тата асăрхаса тăрасси. Чăваш республикин прокуратуринче 2015-мĕш çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май шăпах çав ыйтусене тишкерчĕç. Ларăва республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Back to Top