🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш Ен тĕп хулинче кăçал «Студентран пуçласа наставник таран» проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн, Шупашкарти тăхăр ача садĕнче уçă занятисем, ăсталăх лаççисем иртрĕç. Унта 70 ытла студент хутшăнчĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонти 208-мĕш ача садĕнче те пулас воспитательсем чылай пулчĕç. Ачасемпе мĕнлерех пĕр чĕлхе тупмалла-ха? Вăрттăнлăхĕсене кунта ĕçлекенсем уçса пачĕç.
Хăй те ача пулсан та кӳршĕсен шăпăрланĕсене пăхнă, кӳрентересрен хӳтĕленĕ. Ун чухнех Алина Лялькина ачасемпе ĕçлес килнине туйса илнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлама вăл Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси колледжне вĕренме кĕнĕ. Халĕ пике тăваттăмĕш курсра ăс пухать. Вĕренсе тухнă хыççăн ăçта ĕçлессине Алина палăртса хунă ĕнтĕ.
АЛИНА ЛЯЛЬКИНА: «Эпĕ садика ĕçлеме каясшăн. Ачасемпе ман питĕ вăйлă ĕçлес килет. Эпир садикра мĕнле атмосфера пулнине пĕлетпĕр. Пĕтĕмпех куртăмăр паян, группăсене кайса пăхрăмăр. Практикăра та пирĕн ун пекки пур, паллах, çапах та çĕнĕ садикре интереснăрах. Питĕ лайăх кун пек программа тухрĕ».
Проекта кăçал кăна пуçарнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – студентсене ача сачĕсенче вăй хума явăçтарасси. Çакна шута илсе пулас специалистсене шкул умĕнхи пĕлӳ паракан учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ ăсталăха вĕрентеççĕ.
НАДЕЖДА КРОТОВА: «Çак проект вăл питĕ кирлĕ. Ача-пăча садне пĕрре кĕрсе тухсан, каялла тухаймăн теççĕ. Чăнах та, çапла иккен вăл. Хам та студент вăхăтĕнче ача-пăча садне практикăна лекрĕм те. Паянхи кун çакăнта ĕçлетĕп. Мана ун чухне питĕ кăмăллă ертсе пыракан вĕрентекенсем лекрĕç. Мана пулас профессине юратма, хисеплеме вĕрентрĕç».
Надежда Кротова ача садĕнче вунă çул ĕçлет. Хăйĕн ăсталăхне, пĕлĕвне вăл çитĕнекен ăрăва пама хатĕр. Воспитатель пулса ĕçлеме чи малтанах ачасене юратмаллине палăртать вăл. Кăçал садика тăватă студент ĕçлеме килнĕ.
ЛИАНА ПОРФИРЬЕВА: «Эпир питĕ хавас уншăн. Студентсене, паллах, вĕренсе тухнă хыççăнах ача садĕнче хăнăхма йывăр. Çавăнпа та вĕсен çумне аслисене паллаштарнă. Вĕсемпе алла-аллăн ĕçлеççĕ пĕрле. Вĕсене вăл пулăшать».
Хальхи вăхăтра Шупашкарти ача сачĕсенче воспитательсем çитменни пур. Çапах та çĕнĕ проектпа ача садне татах та студентсем килессе шанаççĕ ăна пуçаракансем.
1 view
2
0
2 weeks ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
2 weeks ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе