[Национальное телевидение Чувашии] Ветерансем ăмăртрĕç

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Тĕрлĕ дистанцие хăвăрт утрĕç, кам çӳллĕрех тата вăрăмрах сикнине палăртрĕç, сăнă ывăтрĕç, эстафета чупрĕç. Спорта кăмăллакан ветерансем Чăваш Енре пухăнчĕç. Вĕсем çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатĕнче ăмăртрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ спортсменсене Олимп стадионĕ йышăнчĕ. Кунта медаль çĕнсе илес текен 35 çултан аслăрах 600 яхăн ăмăртакан пухăнчĕ. Чăваш Енрен 50 ытла хутшăнакан. Вĕсенчен пĕри – 1976-мĕш çулта 21-мĕш Олимп вăййисенче хутшăннă Виктор Семенов. Вăл утас енĕпе ăмăртса чемпион ятне тивĕçрĕ. ВИКТОР СЕМЕНОВ: «Хамăр çĕр çинче паян эпĕ утса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çак ăмăртусене ĕнтĕ эпĕ 1989-мĕш çулта пĕрремĕш раз ăмăртма тухнă. Кашни ăмăрту хыççăнах эпĕ хама хам тĕрĕслесе пăхатăп: мĕнле эпĕ хама туятăп, мĕнле ман сывлăх. Çавăнпа та яланах эпĕ кашни соревнованисене хатĕрленме тăрăшатăп». Курма килекенсем те йышлăн. Спортсменсем тар тăкса ăмăртаççĕ пулсан, çынсем вĕсене хавхалантараççĕ, финиш патне çитме вăй-хăват хушаççĕ. ВАЛЕНТИНА КАЗНАЧЕЕВА: «Мĕн ачаран ĕнтĕ эпĕ çак ăмăртусене хутшăнма юрататăп. Курма килсе вĕсемшĕн, çак çĕнтерекен хамăн кумир пулчĕ иккен, вара эпĕ уншăн хавхаланса кайса кăшкăратăп». Ветерансем хушшинчи çăмăл атлетикăпа иртнĕ Раççей чемпионачĕ – тĕлĕнмелле ăмăрту. Аслă ӳсĕмри çынсен тăрăшулăхĕ, хăвачĕ пурне та хавхалантарать, спортпа туслă пулма хистет. Вĕсем – çамрăксене тĕслĕх кăтартса пыракансем. ВАСИЛИЙ ШОРКИН: «Кам вăл ăмăртусенче хутшăнать – хăйĕн сывлăхне упрать. Кам ăмрăтусенче хутшăнать – пирĕн ветерансем. Вĕсене пăхса хăйсен сывлăхне сыхлаççĕ ачисем, мăнукĕсем».
Back to Top