Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн хаклӑ ӗҫченӗсем! Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн хаклӑ ӗҫченӗсем! Сире професси уявӗпе саламлатӑп! Чӑваш Ен агропромышленность комплексӗнче 18,5 пин ӗҫчен вӑй хурать. Республика тӗп апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе хӑйне туллин тивӗҫтерсе тӑрать, ҫав шутра ҫӗр улмипе – кирлинчен 1,8 хут ытларах, сӗтпе вара – 1,4 хут. Кӑҫал Чӑваш Енре 770 пин тонна ытла тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ – ку хисеп юлашки вунӑ ҫул хушшинчи вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ҫак ӳсӗме ҫанталӑкӑн ансатах мар условийӗсене пӑхмасӑр тума пултарнӑ. Ҫакӑ пирӗн аграрисен пысӑк ӑсталӑхӗ тата вӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен калать. Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра пула республикӑри тата ҫӗршыври тирпейлекен предприятисем хамӑр чӗр тавартан лайӑх пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ продукци туса хатӗрлеҫҫӗ. Поздравляю с профессиональным праздником работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности Чувашии! В Чувашии их 18,5 тысяч. Каждый с большим уважением относится к вашему труду – вы обеспечиваете продовольственную безопасность ... Source: Олег Николаев | Чувашия
Back to Top