Национальное телевидение Чувашии Илем куа илртет

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Ялсемпе хуласенче каçсерен йăлтăр-ялтăр çутăсем выляççĕ, куçа илĕртеççĕ. Çуртсем умĕнчи юртан тунă юмахри сăнарсем иртен-каяна тыткăнлаççĕ. Шупашкар районĕнчи Вăрманкассинче те чарăнса тăрсах киленмелли вырăн пур. Вăл – Селедкинсен çурчĕ. 15 метр вăрăмăш гирлянда. 10 çул каялла Александрпа Ирина Селедкинсем çĕнĕ çул илемне шăпах унран пуçланă. Паян вара çемье 35 гирлянда таран 300 метр ытла çакать. Çак хитрелĕхе вĕсем раштавăн 1-мĕшĕнчен хатĕрлеме тытăнаççĕ. Чи малтанах çурт умне юр кĕлеткене сăнлакан кӳлепене кăларса лартаççĕ. АЛЕКСАНДР СЕЛЕДКИН: «Лайахрах пăхсан ун пичĕ-куçĕ – календарь. Пĕрремĕш кун кăларатпăр та кашни кун куçаратпăр. Иккĕмĕш, виççĕмĕш. Кунран кун куçаратпăр. Акă, паянхи кун 29, раштав кунĕ. Çак йăла-йĕрке пире питĕ килĕшет. Пĕринче манса кайнă та, ăна куçарнă. Кӳршĕсем куçарса хунă. Пире анчах мар, çынсене те савăнтарать». Пальма, кăруççел, чуччу – темĕн те пур кунта. Йăлтар-ялтăр тăвайкки шăпăрлана тыткăнлать. Аслисем те кунта ачалăха путаççĕ. Иртен-каян чарăнса сăн ӳкерттернине те хăнăхса çитнĕ çемье. «Хамăршăн çеç мар-çке, пурин валли те», – пĕр харăссăн калать мăшăр. АЛЕКСАНДР СЕЛЕДКИН: «Йăла-йĕркепе Çĕнĕ çул кĕтсе илетпĕр те çур çĕр иртсен кӳршĕсем тухаççĕ, эпир кунта музыка кăлатпăр. Пĕр çулхине кӳршĕсем патне акăлчансем килчĕç. Вĕсем пите савăнчĕç. Пире каларĕç нихăçан та кунашкал çĕнĕ çул кĕтсе илмен тесе». Çак илемпе кăрлач уйăхĕн вĕçĕчченех киленме пулать. Иринăпа Александр Селедкинсем «Çĕнĕ çул çутисем» конкурса та хутăшăнаççĕ. Çемье кăçал та заявка тăратнă. Алина Сусметова, Василий Дворников
Back to Top