«Чăваш пики» конкурса хутшăнакансем ача çуртĕнче

Ыран Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче кăçалхипе çиччĕмĕш хут «Чăваш пики» конкурс иртет. Унта хутшăнакансем çак кунсенче пĕр-пĕринпе паллашрĕç. Пурте пĕрле музейра, «Паха тĕрĕ» фабрикăн лавккинче пулса курчĕç. Ача çуртĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Вĕсене уяв каçĕ парнелерĕç, парнесем парса савăнтарчĕç.
Back to Top