DIVA & Irina Shorkina - Pĕrrekhinche / Live

ПӖРРЕХИНЧЕ ҪУРХИ ЛӐПКӐ КАҪ Чӑваш халӑх юрри Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ Пуҫтарӑнсан анне килӗнче Хавасла куккук юрӑ юрласа Килсе ларчӗ хурӑн тӑррине Ан хуҫӑр-ха хурӑн тӑррине Куккук ӑҫта ларса авӑтӗ Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне Эпир кайсан кампа йӑпанӗ Виҫҫӗллӗн явнӑ чӗн йӗвенне Мӗншӗн сӳтӗлмелле тунӑ-ши? Ҫиччӗн ҫуралсан пӗр килте ӳссе Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши? Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ Пуҫтарӑнсан анне килӗнче Ах, тӑван анне, куҫҫуль юхтарса Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире
Back to Top