Тыл ветеранĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пин-пин çыннăн ачалăхĕ ытла та кĕске пулнă. Шупашкарта пурăнакан Александр Свинцов вăрçă пуçланнă çул пĕрремĕш класа çеç чупнă-ха, вăрçă вĕçленсен вара 13 çулти арçын ача аслисемпе танах Çĕнтерĕве çывхартнăшăн — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Паян та хастар та вашават вăл.
Back to Top