Шупашкарта чан çапма вĕренекенсен шкулĕ уçăлнă

Шупашкарта чан çапма вĕренекенсен шкулĕ уçăлнă Чăваш ен митрополийĕ çумĕнче чан çапакансен шкулĕ уçăлнă. Халĕ вăл чиркӳ специалисчĕсене хатĕрлекен центрта вырнаçнă. Çак ăсталăха кăмăл тăвакансем пурте вĕренме пултараççĕ. Шкул уçăлнине концертпа паллă турĕç. Унта тĕн юррисем чан сассипе пĕрле янăрарĕç. Акă вăл, чан çапма вĕренмелли куçса çӳрекен хатĕр. Илья Михайловăн — çак ÿнерĕн Чăваш енри пĕрремĕш шкулне йĕркелесе яраканĕн тахçанхи ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Вăл ĕлĕкхи йăласене чĕртсе тăратасшăн. Пĕрремĕш шкула хупма, чансене парса яма тивнĕ хыççăн, çĕнĕ инструмент туянма çулталăк вăхăт кирле пулнă. Вăл тĕрлĕ çĕре çырусем çырнă, хăй те укçа пухма тăрăшнă. Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата унпа пĕр партире тăракансем пулăшма килĕшнĕ. - Тĕн, ĕненӳ чуна аталантарать, çавăнпа эпир пулăшма тăрăшрăмăр, - тет Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Олег Николаев.
Back to Top