Интернет яла çитни - ырлăх

XXI-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр пулин те хăш-пĕр ялсенче халĕ те стационар телефонĕпе усă кураççĕ. Кĕсье телефонĕ хăш-пĕр вырăнта кăна тытать, анчах пур чухне те мар. Ялсенче интернет та çук. Çĕмĕрле районĕнчи Краснооктябрьски тата Тури Кăмаша ялĕнче пурăнакансен нушине тимлĕхе илнĕ. Нумаях пулмасть вĕсене çыхăнупа тивĕçтернĕ. «Цифра танмарлăхне пĕтерес» федераци программин 2-мĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн 100 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсене çыхăну туса памалла. Патшалăх программи пулăшнипе Çĕмĕрлесем патне тинех ырлăх çитнĕ. Халĕ вĕсем стационар телефонсенчен хăтăлма шутланă. Краснооктябрьски салинчи пурăнакан Федоровсен çемйин хĕрĕ Чечен Республикинче пурăнать. Тĕпренч&#
Back to Top