«Асам» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ вĕçленет

Çамрăк артистсем сцена ăсталăхне хăнăхаççĕ. Чăваш Енре шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ вĕçленет. Тĕрлĕ пĕлӳ çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем çу уйăхĕн 29-мĕшĕччен спектакльсем кăтартаççĕ. Çĕнтерӳçĕсем авăн уйăхĕнче республика тăрăх гастрольсене çӳреме тивĕçĕç.
Back to Top