Экзамен – пурнăçри пĕр тĕрĕслев çеç…

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ. 11-мĕш класс пĕтĕрекенсем çак кун литература, географи, хими предмечĕсемпе хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартрĕç. Тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçласси – яваплă та пăлхануллă. Шикленӳ туйăмĕсене пула чылай чухне çамрăксем стресс витĕмне кĕрсе ӳкеççĕ. Экзаменсем умĕн хамăра лăплантарас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва психолог хурав парать.
Back to Top