Александр Васильев - Шурă кайăкăм (Белый голубь)

Текст песни “Шурă кайăкăм“ (“ Белая птица“ ). Сл.и муз. Виталия Адюкова. 1). Тÿрĕ ÿсекен йывăç-туратне Кам алли пырса хуçрĕ-ши ? Иккĕн пĕрлешсе тухнă çул çине Кам усал ури пусрĕ-ши ? Иккĕн пĕрлешсе тухнă çул çине Кам усал ури пусрĕ-ши ? 2) Умра иртекен вĕçен-кайăкне Аллăмпа тытса курмарăм, Пĕрре килекен ырă телейпе Ĕмĕр савăнса юлмарăм. Пĕрре килекен ырă телейпе Ĕмĕр савăнса юлмарăм. 3). Ир те такăнса, каç та такăнса Утас кăмăлăм хуçăлчĕ, Ытла хурланса, ытла макăрса Пурнас шухăшăм çухалчĕ. Ытла хурланса, ытла макăрса Пурнас шухăшăм çухалчĕ. 4). Чĕкеç чĕпписем, пĕччен юлнисем, Йăввинчен тухса ÿкнĕ-шим ? Куç пек ачисем, тăлăх-туратсем, Пĕр-пĕччен тăрса юлмĕш-ши ? Куç пек ачисем, тăлăх-туратсем, Пĕр-пĕччен тăрса юлмĕш-ши ? 5). Шурă кайăкăм, кăвакарчăнăм, Ман умма вĕçсе килĕ-ши ? Утса тухмашкăн юлнă ĕмĕре Турри вăй-хăват парĕ-ши ? Утса тухмашкăн юлнă ĕмĕре Турри вăй-хăват парĕ-ши ? Утса тухмашкăн юлнă ĕмĕре Турри вăй-хăват парĕ-ши ?
Back to Top