[Национальное телевидение Чувашии] Явăçтармалла

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кирек мĕнле района е хулана аталантарма нухрат кирлĕ. Муниципалитета укçана илĕртме майсем туса памалла. Ку енпе Чăваш Республикинче чылай ĕç пурнăçа кĕрет. Кашни районăн е хулан хăйнеевĕрлĕхĕ пур. Унпа туллин усă курмалла. Ку кăна та мар. Муниципалитетсен пĕр-пĕринпе пĕрлешсе проектсем пурнăçламалла. Çакна шута илсе районсене çыхăнтаракан çулсене тумалла. Сăмахран, 2023-мĕш çулта Куславккаран Сĕнтĕрвăррине асфальтлă çулпа çитме май пулĕ. Ку та услама районсен аталанăвне нухрат хывма явăçтармалла. НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Шупашкар районĕ инвестици енĕпе питĕ илĕртет теççĕ. Хула çумĕнче, транспорт инфраструктура питĕ лайăх. Инвестор хăйсем пирĕн пата килеççĕ. Эпир вĕсене пулăшма тăрăшатпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр, калаçатпăр. Катерсемпе кимĕсем валли проект пуçарать усламçă. Тата логистический центр халь çĕнни туса лартрĕç. Çан пек ĕçсем тата пур пирĕн». Муниципалитетсен историйĕ те кăсăклă. Ку туризма аталантарма май парать. Координаци канашĕн ларăвне Тюмень облаçĕн кĕпĕрнатăрĕн советникĕ Ольга Езикеева хутшăнчĕ. Районпа хула ертӳçисене вăл хăйсен тăрăхĕнчи паха опытпа паллаштарчĕ. Алексей Зотиков, Николай Скворцов
Back to Top