ЧӐВАШ АЧИНЕ. Гимн Союза чувашской молодежи РБ. Сл. Ҫеҫпěл Мишшин. Муз. Ирины Саригель (Сухаревой)
Хаклӑ тусӑмсем🌹🌹🌹.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ҫеҫпĕл Мишшин ҪУРАЛНӐ КУНĔ.
Пирĕншĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тата чаплă уяв . Сире ҫак уявпа пӗтӗм чун-чĕререн саламлатăп. Манран сире парне - юрӑ ( Ку юрра эпӗ 1997 ҫултах ҫырнӑччĕ, аванах вӑхӑт иртсе кайрĕ, вӑл Пушкăртстанра пурăнакан чӑваш ҫамрăкӗсен Гимнĕ пулса шутланать).
Итлесе пӑхма сĕнетĕп.
Ирĕк парсамӑр.
Ырлӑх-сывлӑх сунса, Ирина Сухарева /Ирина Саригель - это мой творческий псевдоним/
Текст Гимна:
ЧӐВАШ АЧИНЕ. Гимн Союза чувашской молодежи РБ.
Сл. Ҫеҫпěл Мишшин (Михаила Кузьмина).
Муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
1. Пěлтер мана тӑван ҫěршывӑм:
Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна
Ху чěлхӳне хӑват кěртмешкěн
Тěнчене килнě ывӑлна?
Хушса юрламалли:
Чӑваш чěлхи ӑсти! Кӑварлӑ
Чěрӳ сан сисě чěннине.
Шанатӑп. Ĕмěте усратӑп:
Эс килěн. Килěн тěнчене!
2. Кӑвар чěре! Кӑвар чěлхеллě
Чӑваш ачи сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кěтеҫҫě.
Килсем! Килсем! Эс пур, - ҫук мар.
3. Часрах килсе хӑватлӑх кěртчě
Чӑвашӑн капӑр чěлхине.
Ҫӑнтартӑр ҫулӑмлӑ, кӑварлӑ
Чěлхӳ ҫынсен чěрисене.
4. Ĕмěрлěхе яту сан юлě.
Шупашкартан Кавал таран,
Ҫěрпӳ, Чикме, Етěрне урлӑ
Юрру сассийě кайě сан