«Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ иртет

Çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнине халалласа чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕччен тĕп хулара «Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ пырать. Вăл Раççейри халăхсен тăван чĕлхисене упракан тата тĕпчекен фонд пулăшнипе иртет. Çавна май ашшĕ-амĕш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă семинарсем, лекцисем, экскурсисем, ĕçлĕ тĕл пулусем иртеççĕ. Паян 32 регионтан пуçтарăннă 500 яхăн педагог тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç. Хăш-пĕр вĕрентекенсем онлайн мелĕпе хутшăнчĕç. Педагогсем тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри йывăрлăхсене тишкерчĕç. Вĕрентӳре, паллах, паян çĕнĕлĕхсем самай. Ачасене пур енлĕ аталантарас тесе вĕрентекенсем тĕрлĕ çул-йĕр, çĕнĕ меслетсемпе майсем шыраççĕ. Ӳсĕмлĕ ăслайсене ĕçе кĕртеççĕ. МАРИНА ЕРМОЛАЕВА: «Урокра интереслентерес тесен, чăнах та, халь унчченхи пек ирттермелле мар, вăйă майĕпе ытларах ирттермелле. Эпир Хусанта курссенче пулатпăр ĕнтĕ. Унта та çавăн пекех калаççĕ. Ачасене ĕлĕкхилле вĕрентмелле мар, вăйăсем витĕр, çĕнĕ технологисемпе». АЛЕНА ИВАНОВА: «Çак мероприятие пуçтарăннин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, м
Back to Top