Национальное телевидение Чувашии н спорт комплекс хута кайр

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ачасене, çамрăксене, аслисене илĕртекен вырăн. «Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе Çĕрпӳ районĕнче физкультурăпа сывлăх комплексĕ хута кайрĕ. Уçă сывлăшра вырнаçнă лапамра сывлăха çирĕплетме те, спорт уявĕсем ирттерме те тивĕçлĕ майсем пур. Çĕнĕ лапам паян пирвайхи спортсменсемпе куракансене йышăнма та ĕлкĕрчĕ. Мăнаçлăн та илемлĕн вĕçекен шурă кăвакарчăнсем Çĕрпӳри спорт хастарĕсене ăнăçу сунчĕç тейĕн. Вĕсен пехилĕ хĕрсемпе каччăсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем район, республика чысне тăтăшах ăмăртусенче хӳтĕлеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ спортсменсен, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен çан-çурăма çирĕплетме, ăсталăха туптама халĕ майĕ тата та ытларах. Çĕнĕ те хăтлă лапамра Даниил Софронов çамрăк спортсмен та та хăйне çăтмахри евĕр туять. ДАНИИЛ СОФРОНОВ: «Хĕлле эпир спорткомплексра вылятпăр, çулла кунта килетпĕр. Питĕ лайăх услови кунта. Хĕвел пăхать, çил вĕрет, мана питĕ килĕшет». Анлă лапамра футбол уйĕ, волейбол, баскетбол лапамĕсем, чупмалли çулсем йĕркеленĕ, сывхлăха çирĕплетмелли тренажерсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ объектăн пахалăхне Çĕрпӳ районĕнчи шкул çумĕнчи кану лагерьĕсене çӳрекенсем тĕрĕслесе пăхма та ĕлкерчĕç. Вĕсем çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ эстафетăра ăмăртрĕç, баскетбол турнирне хутшăнчĕç. АНАСТАСИЯ КАБАНОВА: «Çак стадион пире питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир кунта чупма, хатĕрленме пултаратпăр. Халĕ пирĕн кăтарту питĕ лайăх пулать». Спорт лапамне Çĕрпӳ районĕнчи «Кăнтăр» микрорайонĕче хута яма та ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак тăрăхра физкультурăна кăмăллакан çемьесем пурăнаççĕ. МАРГАРИТА ПАВЛОВА: «Шоссе тепĕр енче те пурăнакансем пулаççĕ, кунта та. Ку вырăн çав тери илемлĕ, пурне те илĕртекен япала пулать. Пирĕншĕн питĕ савăнăçлă япала. Эпир килте ларма юратмастпăр. Эпир çакăн пек пĕрлешсен пирĕн чун, хавхалану çĕкленет». Уçă сывлăшра вырнаçнă физкультурăпа сывлăх комплексĕ спорта кăмăллакансен йышне ӳстерме май парĕ. Çулталăк вĕçлениччен çакнашкал лапамсене Патăрьел районĕнче тата Шупашкар хулинче хута яма палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов
Back to Top