Ҫӗр улми форумне хутшӑнакан пӗрлешӳсем патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхлӑ программӑсемпе хастар ӗҫлеҫҫӗ
Ҫавна пулах республикӑра ҫӗнӗ техника туянакансен йышӗ темиҫе хут ӳснӗ. “Агротехкомплект“ - ял хуҫалӑх техникипе тивӗҫтерекен Чӑваш Енри чи пысӑк предприятисенчен пӗри. Вӑл 20 ҫула яхӑн ӗҫлет.