Раҫҫей ҫарӗн хӑватне кӑтартакан курав

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене хавхалантарас тӗллевпе республика ҫыннисем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнипе пӗрлех, ыркӑмӑллӑх концерчӗсем ирттереҫҫӗ, ачасем ҫырусем ҫыраҫҫӗ. Алексей Павлов ӳнерҫӗ вара паттӑрсене халалласа “СВОими глазами“ курав йӗркеленӗ. Экспозиципе Шупашкарти хальхи ӳнер центрӗнче паллашма пулать. 
Back to Top