МРЛЕ ТРХНЧИ ЮМАНАЙ ШКУЛ 135 УЛНЕ ПАЛЛ ТУЛ

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Юманай шкулӗ 135 ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Юманайская средняя школа Шумерлинского округа Чувашии отметила 135-летие. Юманай шкулӗн историйӗ 1889-мӗш ҫулта ҫырӑнма пуҫланӑ. Петр Скворцов пачӑшкӑ тата Иван Никитин ҫамрӑк педагог тӑрӑшнипе Кабацки, хальхи Ҫеремлӗх ялӗнче пӗрремӗш хут 27 ачана пӗлӳ пама пуҫланӑ. 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Иван Яковлев просветитель ҫак тӑрӑха килсе кайни пӗлӳ парас ӗҫе ҫӗнӗ витӗм кӳнӗ. Чиркӳ ҫумӗнчи шкулта арҫын ачасемпе пӗрлех хӗр ачасене те хутла вӗрентме тытӑннӑ. 1942-мӗш ҫулта вара вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр пӗрремӗш хут ачасене тулли 10 класлӑ пӗлӳ парса кӑларнӑ. Паян шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Севастьян Архипов фронтовик ячӗпе хисепленсе тӑрать. Вӑрҫӑ ветеранӗ 20 ҫула яхӑн шкула ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта учреждени чӑн-чӑн пӗлӳ центрӗ пулса тӑнӑ. Паянхи куна шкултан 4 пин ытла ачана вӑтам пӗлӳ парса аслӑ ҫул ҫине кӑларнӑ. Юманай шкулӗ паян хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Вӑл Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи чи вӑйлӑ пӗлӳ учрежденийӗсенчен пӗри шутланать. Ҫӗнӗлӗхсене ҫурта кӗрсенех асӑрхама пулать. Леонид ПЕТРОВ ГТРК «Чувашия» Вести Чăваш Ен. Эфир от (на чувашском языке)
Back to Top