QR-код пур!

QR-кодпа усă курасси кулленхи пурнăçра çирĕпленсе пырать. Ăна малашне кăшăллă вируспа чирлесе ирттернине çирĕплетекен анализ антитела пуррине кăтартсан та илме май пур. Шăпах кам анализ панă, вĕсен паянтан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен порталта QR-код панине кăтартакан çырусем килме пуçларĕç. Пĕрремĕш çак паллăна илме пултаракан студентпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Шупашкарта пурăнакан Мария Алексеева кăшăллă вируспа чирлесе ирттернине тĕрĕслеме чир-чĕр антителисем пуррипе çуккине пĕлме анализ пама килнĕ. Çывăх çыннисем чирлесе ирттернĕ, Марийăн вара тест чир пуррине çирĕплетмен. Шел те, вăл сыхлăх эмелне шала яртарма ĕлкĕреймен. Апла пулин те малашне енчен те çын чирлесе ирттернине анализ çирĕпелтрĕ пулс
Back to Top