Владимир Андреев _Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш _ Дмитриева Екатерина калать

Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш. Урамра хĕвел пăхать, Кишĕр ман çумлас пулать. Хăярне кăпкалатап, Купăста та шăварап. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш, Нихăçан ахаль лармас. Пукане йĕрет пÿртре, Шăрпăк кĕнĕ пÿрнине. Эп сиплетĕп те ăна, Сиктеретĕп сăпкара. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш, Пукане ман пит ачаш. Анне килĕ те ĕçрен Тĕрĕ тĕрлĕпĕр пĕрле. Сарă, хĕрлĕ çиппеле Тĕрĕ пулĕ пит хитре. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш, Тĕрлемешкĕн пит хавас. Вăхăт çук ларса тăма, Кĕç урок та тумалла. Математика, чĕлхе - Пирĕн тем те пĕлмелле. Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш, Нихăçан та аптрамас.
Back to Top