Ленинла Комсомол йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет

Çитес эрнере Ленинла Комсомол йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Ку юхăм иртнĕ ĕмĕрте çуралнă çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Комсомол ретĕнче тăни ун чухне пысăк чыс шутланнă-çке. Çавра çула Чăваш Енре анлă палăртма шутлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат та сумлă уявран аякра юлас темен. Ăна хăйне евĕр - вулакансемпе пĕрле йĕркелеме шутланă.
Back to Top