Валерий Яковлев 80 çул тултарчĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 80 çул тултарчĕ. Савăнăçлă саманта юбиляр куракансемпе, театр пурнăçне чунтан кăмăллакансемпе тата ĕçтешĕсемпе пĕрле ирттерчĕ. Çавра çулпа саламлама сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Уяв каçĕнче пирĕн пултарулăх ушканĕ те пулчĕ.
Back to Top