[Национальное телевидение Чувашии] Кăтартмалăх пур

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Самара, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Пушкăртри, Тутарстанри, Мари Элти санаторисенче ĕçлекенсем Шупашкара пухăнчĕç. Ентешсен форумĕпе килĕшӳллен йĕркеленĕ «Медицина тата санаторипе курорт туризмĕ» çавра сĕтеле хутшăнчĕç вĕсем. Медицинăпа, санаторипе çыхăннă 7 доклад. Вĕсене итлеме пуçличчен Наци курорт ассоциацийĕн президенчĕ Александр Разумов онлайн мелпе çавра сĕтеле хутшăнакансене саламларĕ. Вăл 2018-мĕш çултан санаторипе курорт учрежденисене экспорт палли лартни пирки, наци конкурсĕсем йĕркелени çинчен каларĕ. Чăваш Республикинче 16 санатори шутланать. Вĕсен йышĕнче уйрăм çын тытса тăраканни те, патшалăхăн та пур. Минераллă шыв, сиплевлĕ пыльчăк тата ытти те – Чăваш Енри 4 санаторинче сывлăха çирĕплетме çутçанталăк пуянлăхĕпе усă кураççĕ. Ачасене сыватакан санаторисем республикăра 2 шутланаççĕ. Республикăри сиплевçĕ учрежденисем Раççейрисенчен пĕрре те кая мар, хăш-пĕр енпе ирттереççĕ те. Çакна Карели республикин Пуçлăхĕн çумĕ Владимир Тимофеев та палăртрĕ. Владимир Владимирович Чăваш Енре çуралнă, кунти канупа сиплев çурчĕсем мĕнле ĕçленине лайăх пĕлет. Вăл Карелинче хитре вырăнсем нумай пулнине, кăшăлла вирус алхасма пуçлана тапхăрта вĕсем патне туристсем чир сарăличченхи çулсенчен 3 хут ытларах килме пуçланине каласа пачĕ. Чăваш Енре санаторисенче сиплев вăйлă пулнине тĕпе хурса вăл Карелине пыракан туристсене Чăваш Ене ямалли майсем шырасси пирки каларĕ. Çак ыйтупах çитес çул пуçламĕшĕнче Чăваш Республикине Карелинчен делегаци килме палăртать. Çавра сĕтелте Чăваш Енре медицина тата санаторипе курорт туризмĕн ассоциацине тума йышăнчĕç.
Back to Top