Пӗтӗм пурнӑҫне педагогикӑна тата тӑван культура аталанӑвне халалланӑ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче паллӑ фольклориста, вӗрентекене, “Мерчен“ ача-пӑча халӑх ансамблӗн ертӳҫине Герман Ларшников-Пэхете халалласа асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ӑна Васанти историпе тавра пӗлӳ музейӗ ҫине вырнаҫтарчӗҫ. Герман Николаевич ҫак учреждени никӗслевҫи тата ертӳҫи пулнӑ. Малашне музей та унӑн ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.
Back to Top