«Çĕршыв хӳтĕлевçи» фонд Раççейре пĕрремĕш хут йĕркеленет. Ăна кĕске вăхăтра ĕçлеттерсе яраççĕ. Икĕ уйăх та çук, çĕршыври пур регионта та çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче патшалăх фончĕн филиалĕсем уçăлчĕç. 3 пин ытла социаллă координатор çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пуçăнать. Чăваш Енре те юн кун ятарлă фондăн филиалĕ уçăлчĕ. Вăл Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă.
Чăваш Енре ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшаççĕ-ха. Пĕлӳ çурчĕсенче салтаксен ачисем тӳлевсĕр апатланаççĕ, ача садне çӳренĕшĕн укçа тӳлемеççĕ, патшалăх вĕрентӳ учрежденисене черетсĕр вĕренме кĕртеççĕ, лагерьсенче канаççĕ тата ытти те. Ку фонд вара ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕллевлĕ ĕçлĕ.
ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Çар операцийĕнче хутшăнакан çамрăк ачасем каялла килсен çак ятарлă фондра вĕсене пулăшса тăрĕç. Кунта вĕсен медицина пулăшăвне илме май пулĕ. Кама кирлĕ – инвалидность йĕркелеме кунта пăхса тухĕç. Çакăнта вĕсем консультаци илме, ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Унсăр пуçне кама социаллă пулăшу кирлĕ – кунта пирĕн патра юристсем те ĕçлеççĕ. Ятарлă тухтăрсем те килсе пулăшма пултарĕç».
Салтаксене «пĕр чӳрече» мелпе пулăшу парĕç. Кунтах нумай функциллĕ центр уйрăмĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центр, психологи пулăшăвĕ кӳрекен пӳлĕм, сывалма кирлĕ хатĕр-хĕтĕре тара паракан вырăн тата ытти те пулĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе вĕсен çемйисене пĕр вырăнтах кĕске вăхăтра тĕрлĕ пулăшу кӳреççĕ.
ГАЛИНА: «Çак фондсем кирлех тесе шутлатăп. Ашшĕ-амăшĕсене, хăшĕ-пĕрисене йывăртарах килет, тен, арăмĕпе ачисене те психологи тĕлĕшĕнчен те калаçма кирлĕ пулĕ. Тăна кĕртекенсем, тĕрĕс сĕнÿ паракансем те кирлĕ».
Патшлăх фончĕн филиалне уçнă çĕре Галина ывăлĕпе килнĕ. Ятарлă çар операцине «Çерçи» хушма ятпа хутшăнаканскер те кунашкал фонд усă панине калать. «Эпир çапăçу хирĕнче чухне çывăх çынсене пулăшаймастпăр-çке», – тет вăл. Салтак кану хыççăн каллех каялла каять. Амăшĕ çакна кирлĕ пек йышăнать.
ГАЛИНА: «Ывăл мĕн шутлать, хăй мĕн тавассине, эпĕ ăна хирĕç каймастăп. Хăйĕнне хăех пĕлет. Эпĕ ăна яланах пулăшатăп. Çавăн пек шутлать пулсан – çавăн пек кирлĕ. Вăхăт çитсен каялла таврăнать. Хăвăртрах каялла таврăнасса анчах шанса тăратăп. Ывăл мобилизаципе шăнкăравласан тӳрех: «Каятăп, тарса пытанмастăп. Эпĕ ун пек пултараймастăп. Манăн каймалла», – терĕ».
Кашни салтака, çемьене пăхса тăракан пулĕ. Çĕршывĕпе 3 000 ытла коордиантор ку енпе ятарлă пĕлӳ илнĕ. Чăваш Енри филиалра вĕсем 21-ĕн пулĕç.
1 view
564
174
2 months ago 00:00:35 1
ТФ-Мальвина
2 months ago 01:14:58 1
Командир “ЧВК Вагнер“ — Габидуллин о вербовке заключённых, Пригожине и Суровикине (2022) Новости UA
2 months ago 00:02:50 1
Финал Всероссийского конкурса «Мои медиавыборы - 2024»
2 months ago 01:17:54 1
История интернет Хоррора | SCP
2 months ago 00:01:01 1
Александр Невский — покровитель дипломатов
2 months ago 00:03:44 1
Пикет за сохранение музея
2 months ago 00:05:30 1
Выставки конкурса “Мы - дети Космоса“ в 2023 году
2 months ago 00:26:29 1
Базовые продукты для иммунной системы / ТФ Классик и ТФ Трай
2 months ago 00:29:39 4
О III Всероссийском хоровом фестивале для регентских отделений духовных учебных заведений
2 months ago 00:02:04 1
Флаг фонда Спасибо маме за жизнь для многих подразделений как символ поддержки Народа Вместе Победим
2 months ago 00:04:06 1
Ситуация в г.Орске. Информация от Орской Епархии.протоиерей Сергий Баранов
2 months ago 00:06:42 1
Международная корпорация Fohow фильм о компании 2024
2 months ago 00:03:48 6
18 тур МФЛ Руза 2324 обзор (ФК Руза - Динамо МОФ)
2 months ago 00:17:50 1
Меры поддержки военнослужащих участников СВО и членов их семей от 9 апреля 2024 года
2 months ago 00:42:59 1
Вечер юмористического рассказа. Читают Раневская, Папанов, Евстигнеев и другие артисты (1980)
2 months ago 01:46:50 1
Остров сокровищ. Мультфильм (1988)
2 months ago 00:50:00 1
Акт государственной регистрации права как предмет судебного оспаривания | Шварц М.З.
2 months ago 00:02:37 79
Танцевальный коллектив БФ РЭУ им.Г.В.Плеханова (г.Брянск) – «Севастопольский вальс»
2 months ago 00:13:25 1
Собачьи ангелы😇💖 Часть 6. Рыжики.
2 months ago 01:19:03 1
“Страсти-Мордасти“, отделение 1, эстрадный спектакль - исп. Е. Петросян Е. Степаненко -
2 months ago 00:43:46 1
Лекция “Профилактика хронических не инфекционных (типичных) заболеваний“
2 months ago 00:01:16 3
Жителям Алтайского края , пострадавшим от весеннего паводка 2024 года, нужна помощь
2 months ago 01:26:26 1
Владимир Жданов и проект «Общее Дело» Эпоха Трезвости в России не за горами!